Чӑваш Енри икӗ хулапа виҫӗ район Шупашкарти аэродром ҫумӗнчи территорие кӗрӗ. Ку проекта хатӗрлесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Аэродром ҫумӗнчи территорире 7 ҫум зона пулӗ. Вӗсенче капиталлӑ строительство объекчӗсене хӑпартассипе хӑш-пӗр чару хуҫаланӗ.
Раҫҫейӗн Сывлӑш кодексне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн аэропорт зонинче строительство ӗҫӗсене пуҫӑниччен строительсен хӑш-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивет. Чӑваш Ен строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев пӗлтернӗ тӑрӑх, аэродром ҫумӗнчи территорие палӑртсан документсене хатӗрлесси тата строительство ӗҫӗсем хӑвӑртланӗҫ.
Аэродром ҫумӗнчи территорие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Сӗнтрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар районӗсем кӗрӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап уйӑракан линире тин ҫуралнӑ ача виллине тупнӑ. Арҫын ачан вилли полиэтилен хутаҫра пулнӑ. Следстви кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Следствипе оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Халӗ тин ҫуралнӑ ача мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Ҫак пӑтӑрмах пирки мӗн те пулин пӗлекен ҫынсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ – 02 е (8352) 62-46-59, (8352) 66-24-31 номерсеме пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑ пуласса шантараҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи стадионта каччӑ виллине тупнӑ. Халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ хыпар тӑрӑх, ӑна вӗлерме пултарнӑ.
Анчах Следстви комитечӗ ку версие ҫирӗплетмен. Ҫакӑ паллӑ: каччӑ каҫхине киле таврӑннӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑн вилӗмӗ криминалпа ҫыхӑнман. Вӑл шӑнса вилме пултарнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче суран йӗрӗсем ҫук.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ ҫумӗнче пулнӑ хаклӑ япаласем, документсем ҫухалман.
Иртнӗ шӑматкун, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккара «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Пушар каҫхи 18 сехет тӗлӗнче тухнӑ
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Коммунистсен урамӗнчи 34-мӗш ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тухнӑ. Унта «Магнит Косметик» косметика лавкки вырнаҫнӑ.
Вут-ҫулӑма пула пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи стеллаж ҫинче тавар сиенленнӗ. Лавккара ӗҫлекенсем те, тавар туянакансем те шар курман. Пушара васкавлӑн сӳнтерме май килнӗ.
Кам чӗртсе янине специалистсем палӑртӗҫ.
Сурхури умӗн, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлевсӗр троллейбуспа ярӑнма май килӗ. Унпа Хӗл Мучи тата Юрпике ҫула тухӗҫ.
Кивӗ ҫулта та, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, хула тӑрӑх тӳлевсӗр транспорт ҫӳренӗччӗ. Хӗл Мучипе Юрпикеллӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене килӗшнӗрен ырӑ пуҫарӑва пӑрахӑҫламан, акцие тепӗр хутчен ирттерме йышӑннӑ.
Юмахри сӑнарсем ыран 54-мӗш номерлӗ троллейбусра 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗҫ. Вӗсене сӑвӑ каласа кӑтартма, Юрпикепе Хӗл Мучи калакан тупмалли юмахсен тупсӑмне шырама май килӗ. Маттурсене пылак кучченеҫпе сӑйлӗҫ. Ҫитменнине тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ятарлӑ троллейбусра укҫа тӳлеттермӗҫ.
Чӑваш Енри икӗ тухтӑр Пирогов орденне тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ку наградӑна Раҫҫейре кӑҫал ҫеҫ пама йышӑннӑ.
Сумлӑ наградӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Вера Алексеева тата Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин инфекци уйрӑмӗн заведующийӗ Сергей Ефимов тивӗҫнӗ. Орденсене вӗсене паян Шупашкарта панӑ.
Ҫавӑн пекех Президентӑн Хисеп хутне Хулан 2-мӗш пулницин медсестри Антонина Киргизова тивӗҫнӗ. Президент тавне Тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Татьяна Маркелова илнӗ. Ҫак тавах Хулари клиника центрӗн аслӑ медсестри Елена Толчина, Республикӑри ветерансен клиника госпиталӗн тухтӑрӗ Нина Сидорова, Республикӑри клиника пульницин уйрӑм заведующийӗ Петр Павлов тивӗҫнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулари икӗ ҫурт шӑпине татса парӗҫ.
Унти прикладной биотехнологи техникумӗн тата «Атӑл» кинотеатрӑн ҫурчӗсем пушӑ ларнине Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пресс-конференци вӑхӑтӗнче пӗлтерчӗҫ. Республика ертӳҫи ҫуртсен шӑпине халӑхпа татса пама май пуррине пӗлтерчӗ. Тӗслӗх евӗр Шупашкарти Правительствӑн кивӗ ҫуртне илсе пачӗ. Аса илтерер: вӑл культура эткерлӗхӗ шутланать, анчах темиҫе ҫул ӗнтӗ пушӑ ларать. Правительствӑн унчченхи ҫуртне юсамалла. Унӑн шӑпине халӑх шухӑшне шута илсе татса парӗҫ.
Ҫавӑн пек меслете ҫӗнӗ шупашкарсем те суйласа илнӗ. Сасӑлава ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче ирттерӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов пӗлтернӗ.
Раштав уйӑхн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет тӗлӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрут автобусӗпе «КамАЗ» автомобиль ҫапӑннӑ. Инкек Промышленность урамӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, груз турттармалли машина автобуса ҫул паман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маррутка водителӗ тата автобусри виҫӗ пассажир аманнӑ. Вӗсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин прокуратури хушнипе яваплисем тӗрӗслев ирттерӗҫ. Вӗсен светофор мӗншӗн ӗҫлеменни таранах палӑртмалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти арҫын аппӑшӗн арҫыннине вӗлернӗ. Ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Инкек раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 32-ри арҫынпа унӑн аппӑшӗпе пурӑнакан 35 ҫулти арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ. Аппӑшӗн арҫыннине вӑл икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Йывӑр сурана пула арҫын инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫынна халӗ тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӳлевсӗр троллейбус ҫӳрӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
54-мӗш маршрутпа Ивановӑран Юраковӑна ҫӳрекен трполлейбус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисемпе экскурси троллейбусӗпе тӳлевсӗр ярӑнма пултараҫҫӗ. Салонра Хӗл мучипе Юр пике те пулаҫҫӗ.
Анчах пассажирсен санитари нормисене пӑхӑнмалла, маска тӑхӑнмалла. Вулавӑш ӗҫченӗсем экскурси ирттерӗҫ. Вӗсем хулан историйӗпе, ҫул ҫинче тӗл пулакан паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |